Chuvash.Org :: Пичет версиĕ :: Ахаль мар


Чăваш этнорадиостанцине сирĕн пулăшу кирлĕ.


    Авторěсем: Николай Казаков, Александр Егоров
    
Никама та ан кала кăна
Чи сăваплă вăрттăнлăхăма
Сĕрме купăс евĕр чунăма
Вăл пултарчĕ ачашлантарма
Çĕр çинчи мар кĕввипе ачаш ача

Хушса юрламалли:
Ахаль çеç-им Шурă юрĕ
Çав каç ӳкрĕ çĕр çине
Ахаль çеç-им манн куççӳлĕ
Йĕлтăртатрĕ пит çинче
Ахаль çеç-им пăшăлтатрăн
Чунăма çиçентерсе:
Ахаль çеç.
Ахаль çеç.
Ахаль мар
- Юратса...

Сан куçу – çутă çăлтăр пек
Сан сассу – çăл куç шывĕ пек
Сан сăну - ăшă кулă пек
Сан чуну – ирхи сывлăм пек
Емĕтри ыр çут пирĕшти пек черчен

Ман каллех сана курас килет
Ман каллех Санпа пулас килет
Астăватни ĕнер. сив сăмах каласа
Кÿрентертĕм сана
Ну юрĕ. ан кÿрен. Чĕрÿне пит ан ил.
Питĕ тунсăх мана
Эс ăçта халĕ? Кил!
Кăмăллатăп сана
Эсĕ кирлĕ мана.


Тěп страницă
Тулли верси :: Статья ссылки